Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Д (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



ДАН, ҫ.с., спорт. Тухӑҫ кӗрешӳ мелӗсенчи ӑсталӑх шайӗн виҫи-палли; разряд. Пиллӗкмӗш дан кӗрешӳҫӗ ӑсталӑхӗ ҫӳллӗ шая ҫӗкленнине пӗлтерет, хура пиҫиххи ҫыхма ирӗк парать. Х-р, 4.03.1994, 1 с. Халӗ Чӑваш Республикинче 3-мӗш дан илнӗ ентешӗмӗр те пур. ҪХ, 1998, 45 /, 2 с. В.Гришин иккӗмӗш дана тивӗҫнӗ. Х-р, 2.03.2000, 4 с. Пирӗн командӑн ертӳҫине В.Тимофеева IV дан экзаменне тытни ҫинчен сертификат пачӗҫ. ҪХ, 2000, 6 /, 11 с.
ДАРТС, ҫ.с., спорт. Тӗклӗ ҫӗмренсемпе тӗл пемелле ӑмӑртни. 90-мӗш ҫулсенче вӑл [И.Солдатова] дартс енӗпе ӑмӑртса та пысӑк ҫитӗнӳсем турӗ. Х-р, 23.01.1996, 4 с. Чемпионатра дартс спорт вӑййине ирттерме йышӑннӑ. Пӗчӗк сӑнӑсемпе пересси инвалидсем хушшинче анлӑ сарӑлнӑ вӑйӑ. Х-р, 11.09.1996, 4 с. 1994 ҫулта дартс енӗпе ирттернӗ Раҫҫей чемпионачӗ. А-и, 2000, 1 /, 7 с.
ДАЧӐҪӐ, ҫ.с. Ҫулла дачӑра пурӑнакан хула ҫынни; дачник. Пурте ҫурт патнелле ыткӑнчӗҫ, хресченсем, дачӑҫӑсем, ачаллӑ хӗрарӑмсем, ял ачисем. А.Т.-Ыхра //ХК, 1997, 23 /, 16 с.
ДЕД, ҫ.с., калаҫ. Асатте (туп.). «Дедсем» пирӗнтен ҫав тери мӑшкӑллатчӗҫ, хӗнетчӗҫ. Х-р, 4.09.1996, 2 с. «Дедсем» тем те пӗлеҫҫӗ. ҪХ, 1997, 52 /, 3 с.
ДЕДОВЩИНА, ҫ.с. Асаттелӗх (туп.). Вӑрҫи ҫеҫ мар, «дедовщина» алхасни те хӑратать ҫамрӑксене. Х-р, 6.02.1997, 4 с. Халиччен чӑваш драматургийӗнче «дедовщина» темине хускатманччӗ-ха. ҪХ, 1998, 50 /, 9 с. Мӗншӗн вӗлернӗ. Сӑлтавӗ — паянхи ҫарта тарӑн тымар янӑ «дедовщина». Х-р, 29.04.1999, 2 с. Ун чухне салтакра «дедовщинӑпа» «землячество» мӗнне илтмен те. ҪҪ, 2000, 4 /, 4 с.
ДЕЗОДОРАНТ, п.с. Ӳт-пӗве е пӳлӗме уҫӑлтаракан, ырӑ шӑршӑ кӳрекен хатӗр. Болгарирен илсе килнӗ дезодорантсене парнеленӗ. ҪХ, 2000, 6 /, 5 с. Унран [тар шӑршинчен] хӑш чухне чи вӑйлӑ дезодорант та сыхласа ҫитереймест. С-х, 2000, 21 /, 2 с. Вӑйлӑ тарлакансем дезодорантсемпе, анти-перспирантсемпе ҫеҫ ҫырлахаймӗҫ. ҪХ, 2001, 21 /, 10 с.
ДЕКЛАРАЦИЛЕ ҫ.с. Декларацие кӗрт; пурлӑх-тупӑш пирки — налук службине, чикӗ урлӑ каҫаракан тупра пирки таможньӑна евитле. Шалти ӗҫсен министерствинче ӗҫлекен кашни сотрудникӑн тупӑша, ҫурт-йӗре, ... хаклӑ хутсене декларациле-мелли йӗрке туса хутӑмӑр. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с. Пӗр ҫын деклара-цилемен валютӑна чикӗ леш енне илсе каҫма тӑнӑ. ҪХ, 1999, 42 /, 8 с.
ДЕМБЕЛЬ, ҫ.с., калаҫ. 1. Ҫар тивӗҫне кирлӗ чухлӗ пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн киле таврӑнмалли ирӗк; демобилизаци. Вӑт, ҫапларах экипировка ҫакӑнса тӑратчӗ ... дембеле каймалли япаласем хушшинче. В.Эктел, 1996, 54 с. Анчах ҫак вӑрҫа пула манӑн дембель «такӑнчӗ». ҪХ, 1999, 42 /, 2 с. Дембельччен мӗн чухлӗ юлнине талӑкпа шутлать. Х-р, 2.08.2000, 3 с.
2. Хӗсметне (службине) вӗҫленӗ салтак. Тыткӑнра пулнӑ вӑхӑта ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ тапхӑра кӗртнӗ дембель-моджахед ... тӑван ялне тӗрӗс-тӗкел таврӑннӑ. Х-р, 15.06.1995, 4 с. Кӑкӑрсене каҫӑртса хурса, ... тава тивӗҫлӗ Раҫҫей дембелӗн юлхав уттипе вӗсен пӳрчӗ умӗнчен ... иртес. ҪХ, 25.01.1997, 4 с. Кузовра ҫирӗм дембель ларать вӗт. ҪХ, 2000, 34 /, 12 с.
— дембель тупри (В.Эктел, 1996, 58 с.);
— хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен «дембелӗсем» (Ар, 2001, 8 /, 1 с.).
ДЕМОКРАТИЗАТОР, ҫ.с., калаҫ., шӳтл. Милиционерсен тачка резина патакӗ; ятарлӑ чукмар. Урӑлтаркӑч ӗҫченӗсен аллинчи «демократизатор»ҫынна хӑвӑрт лӑплантармалли, тӗнче ҫине философ куҫӗпе пӑх[тар]малли резина чукмар. ҪХ, 1998, 1 /, 6 с.
ДЕМОКРАТИЗАЦИ, п.с. Ҫӗршыва демократилени, гражданла обществӑн тата право патшалӑхӗн паллисене ҫирӗплетсе пыни, ҫын прависемпе ирӗкӗсене пурнӑҫа кӗртни. Хальхи вӑхӑтри ансатах мар пурнӑҫа ҫӗнетӳ, хуҫалӑх расчечӗ, демократизаци, уҫҫӑнлӑх сӑмахсемсӗр ӑнланма ҫук. ТА, 1989, 9 /, 59 с. Хрущев вӑхӑтӗнче пуҫланнӑ демократизаци юхӑмӗ чӑваш критикине те хӑюллӑрах шухӑшлав вӗрсе кӗртнӗ. ТА, 1990, 12 /, 62 с.
— демократизаци тапхӑрӗ, демократизаци процесӗ (ЧЛ, 1994, 11 кл., 4 с., 21 с.).
ДЕМОКРАТИЛЕН е ДЕМОКРАТИЗАЦИЛЕН, ҫ.с. Демократилӗхпе палӑр; демократи йӗркине (халӑх влаҫӗ, ҫын прависемпе ирӗкӗсен сумлӑхӗ т.ыт.те) йышӑн. Ҫапла пуҫланчӗ совет ҫӗршывӗ демократиленесси. Х-р, 29.09.1992, 3 с. Общество демократизациленсе пырать тетпӗр. Х-р, 26.08.1993, 2 с.
ДЕНОМИНАЦИ, ҫ.с., экон., фин. Укҫа-тенке ҫӗннипе улӑштарса ҫӗршыв укҫине тӗреклетни, унӑн хаклӑхне ӳстерни. Кӗске тапхӑртах архаизм пулса тӑнӑ «пус» сӑмах чӗрӗлет, деноминаци ҫывхарать. ҪХ, 1997, 50, 2 с. Кӑшт пурӑнсан деноминацичченхи хаксене тепӗр хут хӑваласа ҫитӗпӗр-и ӗнтӗ. ҪХ, 1998, 40 /, 3 с.
ДЕНОМИНАЦИЛЕ, ҫ.с., экон., фин. Укҫасен малтанхи хаклӑхне улӑштар (пысӑклат). Деноминациленӗ укҫа-тенкӗ, тӗпрен илсен, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталтах киввине «хӗссе кӑлармалла». Хальлӗхе вара кивви те, ҫӗнни те ҫаврӑнӑшра пулӗ. Х-р, 6.01.1998, 1 с. Деноминациленӗ укҫапа виҫсен те50 пин кӑна мар. ҪХ, 1999, 11 /, 3 с.
ДЕСАНТҪӐ, ҫ.с. Десант ҫарӗн салтакӗ; десантник. Эй, десантҫӑ, теҫҫӗ. Хӑҫанччен килте пулан. Ю.Сементер, 1987, 18 с. Ҫӳлте вӗҫет ват ҫыннӑн чунӗ, десантҫӑ, летчик — пӗр йӑхра. А.Т.-Ыхра, 1998, 4 с.
ДЕФОЛТ, ҫ.с., экон., фин. Правительство (е банк) укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ килӗшӗве пурнӑҫлама пултарайманни, хӑйӗн парӑмӗсене татма пӑрахни. Дефолт пушмак коллекцине склада ӑсатрӗ. ҪХ, 2001, 31 /, 8 с. Дефолт килсе ҫапнӑ та — лару-тӑру каллех япӑхланнӑ. ҪХ, 2003, 2 /, 7 с. Спектакле... дефолт вӑхӑтӗнче турӑмӑр вӗт. ҪХ, 2003, 8 /, 11 с.
— дефолт хумӗ (ХС, 2003, 83 /, 2 с.).
ДЖИНСОВКА, ҫ.с., калаҫ. Джинс пусмаран (пир-авӑртан) ҫӗлетнӗ тумтир. Ӗҫе, вӗренме джинсовкӑсемпе ҫӳрени те пулать. Х-р, 13.02.1996, 2 с. Тепӗр иккӗшӗ ... кивӗ, хуралнӑ джинсовкӑпа. Х-р, 20.10.2000, 1 с.
ДЖИП, ҫ.с. Ҫынсене илсе ҫӳреме тата ҫӑк турттарма юравлӑ, питӗ хӑватлӑ ҫӑмӑл автомобиль. Илемлӗ машинӑсене кӑмӑллать, ... темле джип пур. ҪХ, 1998, 47 /, 8 с. Ара, хура халӑхӑн миллионӗсене ҫарататпӑр-ҫке, «мерседессемпе» джипсем ҫинче ярӑнатпӑр. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с. Пирӗн джип ... тумхахлӑ ҫул ҫинчен шоссе ҫине тухрӗ. Т-ш, 2000, 34 /, 11 с.
— президент джипӗ (ПП, 2000, 7 /, 2 с.).
ДИАСПОРА, ҫ.с. Халӑхӑн тӗп йышӗнчен уйрӑм — патшалӑх е республика тулашӗнче — пурӑнакан пайӗ; тулайри (туп.) этнос ушкӑнӗсем. Платформа [КПССӑн наци политикин плат-форми] проектӗнче наци диаспорисен (халӑхсен сапаланчӑк ушкӑ-нӗсен) нушисене тивӗҫтересси пирки каланӑ. М.Скворцов //КЯ, 19.09.1989, 2 с. Инҫетри чӑваш диаспорин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне хаҫат-журналта ҫутатма пикентӗмӗр. Х-р, 7.10.1992, 3 с. Чӑваш диаспори йӗркеленнӗ тапхӑрсемпе сӑлтавсем [Пуҫелӗк]. ЧТ, 31.01.1998, 2 с. Иртнӗ ҫулсенче чӑваш дисапоринчи шкулсене вӗрентӳ пособийӗсемпе тивӗҫтерсех тӑраттӑмӑр. ХШ, 1998, 3 /, 108 с.
— тутар диаспори (Х-р, 8.10.1992, 2 с.);
— диаспора делегацийӗ (ҪХ, 31.01.1998, 1 с.); диаспора ҫынни (ҪХ, 27.02.1998, 5 с.).
ДИВИЗИОН, ҫ.п.,спорт. Спорт вӑййин (футбол, баскетбол) ӑмӑртӑвне хутшӑнакан командӑсен ӑсталӑх ушкӑнӗ. Республика чемпионачӗн аслӑ дивизионӗнче матчсен календарӗ пӑсӑлчӗ. Х-р, 25.08.1998, 4 с. Чӑваш Республикинчи футбол чемпионачӗ вӗҫленчӗ. Пӗрремӗш дивизионра 16 район ... команди хутшӑнчӗ. ҪХ-рӗ 8.12.1999, 4 с. «Волжанка» пӗрремӗш дивизионра пур кӑтартусемпе те малти вырӑна тухрӗ, ҫитес ҫул аслӑ дивизионра выляма ирӗк ҫӗнсе илчӗ. ҪХ, 1999, 42 /, 11 с. Пӗрремӗш лигӑри «Центр» дивизионта вылянӑ «Букет Чувашии» баскетбол команди ҫурма финала тухрӗ. А-и, 2000, 1 /, 9 с.
ДИ-ДЖЕЙ, ҫ.с. Кӗвӗ-ҫемӗ (музыка) программине, дискотекӑна (туп.) ертсе пыракан ҫын; диск-жокей. Кӑшт ӗшенсен [дискотекӑра] Сергей ди-джей култарма тӑрӑшрӗ. Х-р, 25.02.1997, 4 с. Ташӑсем хушшинчи кӗске тӑхтавсенче ди-джейсем «пропаганда» ӗҫне тунӑ. ҪХ, 1997, 49 /, 4 с. Халь ди-джей юрӑ-кӗвӗ ҫыракан... фирмӑра ҫӗнӗ альбом хатӗрлет. Т-ш, 1999, 12 /, 11 с. Ди-джейсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. К-ш, 2001, 4 /, 4 с.
ДИЗАЙН, ҫ.с. Япалана илемлӗ, хӑтлӑ, тирпейлӗ ӑсталани е тавралӑха килӗшӳллӗ сӑн кӗртни; тӑвӑм ӳнерӗ (туп.). Универ-ситетра дизайн, ӳнер уйрӑмӗсем ӗҫлеҫҫӗ. ҪХ, 1997, 46 /, 3 с. Сӗтел-пукан дизайнӗпе ӗҫлекенсем те пур. ҪХ, 2000, 12 /, 8 с. Аслӑ ывӑлӑм кӑҫал университетри энергетика факультетӗнчи дизайн уйрӑмӗнчен вӗренсе тухмалла. ПЧЕ, 2001, 4 /, 3 с.
— ҫутӑ сӑрӑллӑ дизайн (ҪХ, 1999, 8 /, 1 с.).
ДИЗАЙНЕР, ҫ.с. Дизайн ӑсти, художник-конструктор. Кашни ҫулах ҫамрӑксем ... модельера, архитектора, дизайнера вӗренме кӗнипе паллӑ ҫак шкул. Ч-х, 1999, 28 /, 7 с. Педагогика университечӗн художество факультетне вӗренме кӗресчӗ, дизайнер ӗҫӗ илӗртет. Т-ш, 1999, 44 /, 8 с. Дизайнерсем сӗтел-пукан е пусма-тавар ӗлкине, ӳкерчӗкне... тунине пӗлетпӗр. ҪХ, 2000, 12 /, 8 с. Хальхи вӑхӑтра уйрӑмах модӑри «хуҫалӑх техникин дизайнерӗ» специализаци. Т-ш, 2000, 42 /, 2 с.
— дизайнерсен конкурсӗ (ҪХ, 1998, 47 /, 9 с.).
ДИЗТОПЛИВО, ҫ.с. Двигателе ӗҫлеттермелли шӗвек; дизель топливи. Мӗн хыпса илнӗ-ха. 3 вакун фенол, 13 вакун дизтопливо. Х-р, 15.05.1996, 1 с. Ҫураки валли дизтопливо тупса пар. ҪХ, 1997, 20 /, 2 с.
ДИЛЕР, ҫ.с., экон. Тавар (е хаклӑ хутсем) туянса хӑй тӗллӗн сутӑ тӑвакан, хаксен ӑрасналӑхӗнчен услам илекен ҫын е фирма; сутуҫӑ. Дилерӑн брокер пек ӗҫлеме те май пур. Ҫ-т, 1992, 6 /, 24 с. «Хавхалану» юлташлӑх — Тутаеври мотор завочӗн официаллӑ дилерӗ. Х-р, 29.10.1993, 4 с. Ҫӗнӗ тата питӗ кирлӗ «маркетинг», «лизинг», «дилер тытӑмӗ» ... ӑнлавсене пӗр хӑрамасӑр хӑнӑхмалла. ҪХ, 1997, 49 /, 1 с.
— промышленность-дилер предприятийӗ (Х-р, 14.10.1992, 2 с.); дилер станцийӗ (Х-р, 20.09.2003, 2 с.).
ДИНАМОВЕЦ, п.с. «Динамо» спорт пӗрлӗхӗн (об-ществин), «Динамо» командӑн спортсменӗ. Шупашкарти А.Трофимов динамовец та тӗнче класлӑ спорт мастерӗ пулса тӑчӗ. Х-р, 19.09.1996, 4 с. Турнирӑн ҫӗнтерӳҫи ятне Шупашкарти динамовец, милици майорӗ ... В.Голландцев тивӗҫрӗ. Х-р, 18.11.1998, 4 с. Вӗсем динамовецсене 0 , 3 шутпа выляса янӑ. Х-р, 16.07.1999, 4 с. Ҫӗнӗ ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш ҫаврӑмӗнчи вӑйӑсенче агрегатчиксем динамовецсемпе хӑнара тӗл пулнӑ. Х-р, 23.01.2001, 4 с.
ДИПЛОМАТ, ҫ.п. Хут-кӑранташ тата кӗнеке тавраш чиксе ҫӳремелли пӗчӗк те лаптак чӑматан. Людмила Павловна хучӗсене чӑштӑртаттарса пӗчӗк чӑматана, юлашки вӑхӑтра модӑна «дипломат» ятпа кӗнӗскерне чиксе хучӗ. Г.Краснов, 1985, 111 с. Гастронома кӗрсе «дипломатне» ... пылак кучченеҫ, «ҫутти» тултарчӗ. В.Эктел, 1996, 85 с. Дипломат йӑтнӑ ... тӗреклӗ ҫын ҫӑмӑллӑн утать. ХШ, 1999, 4—5 /, 114 с. Арҫын ... дипломатне коридорта пӑрахса хӑварать. С-х, 2000, 19 /, 4 с.
ДИПЛОМҪӐ, ҫ.с. Аслӑ (е ятарлӑ вӑтам) шкулӑн юлашки курсӗнче вӗренекен ҫын; диплом ӗҫне хатӗрлекен е хӳтӗлекен студент. Ӑсчахсемпе методистсенчен йӗркеленӗ комисси диплом-ҫӑсем чӑваш чӗлхипе литератури учителӗн ятне тивӗҫлине ҫирӗплетрӗ. Х-р, 19.06.1997, 2 с. Дипломҫӑсем чӑвашсен иртнӗ вӑхӑтри ҫыравҫисене кӑна мар, паянхи сӑвӑҫ-калавҫисен... пултарулӑхне те тарӑннӑн тӗпчеҫҫӗ. АМХ, 2000, 8—10 /, 10 с.
ДИРОЛ, ҫ.с. Чӑмламалли резинка (чӑмлак-кавлек) тӗсӗ. Тӗрлӗ стиморолсемпе диролсене мӗн чухлӗ чӑмланӑҫакна тӗп-тӗрӗс калаймастпӑр та. ҪХ, 1998, 25 /, 4 с. Ҫӑвартан ырӑ мар шӑршӑ кӗрсен дирол е стиморол чӑмлама кирлӗ мар, пӗр стакан сӗт кӑна ирттерсе ярӗ. Х-р, 4.08.2000, 3 с. Апат хыҫҫӑн кунне 3—4 хутран ытла мар лайӑх пахалӑхлӑ чӑмлак (орбит, дирол, стиморол пеккисене) чӑмлани шӑл кариесӗпе чирлессинчен хӳтӗлет. С-х, 2000, 14 /, 4 с.
ДИСК, ҫ.п. Кӗвӗ-юрӑ е урӑх информаци ҫырнӑ пластинка. Юрлать, пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвать, темиҫе диск ҫыртарса кӑларнӑ. Х-р, 17.06.1992, 2 с. Влад Сташевский сцена ҫине тухнӑранпа кӑҫал пилӗк ҫул ҫитет. Ҫакна вӑл ҫӗнӗ диск кӑларнипе паллӑ тӑвать. Т-ш, 1998, 12 /, 12 с. Эп халех чаплӑ хитсен тулли дискне ҫыртарса хатӗрлеме пултаратӑп. ҪХ, 1999, 1 /, 5 с. Киле ҫитрӗм те ывӑннине пӑхмасӑрах диск итлерӗм. Х-р, 1.06.2000, 3 с.
— лазер диск (ҪХ, 1998, 47 /, 8 с.).
ДИСКО-БАР, ҫ.с. Ташласа савӑнма май паракан (дискотекӑсем йӗркелекен) бар. Вӑл ӗҫ хыҫҫӑн юлташӗсемпе диско-бара канма кайнӑ. ҪХ, 2000, 39 /, 4 с. «Шупашкар» диско-бар администрацийӗ барта каччӑсем ҫапӑҫни ҫинчен пӗлтернӗ. Х-р, 23.05.2001, 1 с.
— диско-барта ӗҫле (Ар, 2001, 30 /, 1 с.).
ДИСКОТЕКА, п.с. Ҫамрӑксем ятарлӑ вырӑна пухӑнса, кӗвӗ ярса ташлани; ташӑ каҫӗ. Вокалпа инструментсен ансамблӗсемпе дискотекӑсем пирки те каласа хӑварас килет //Я-в, 1985, 1 /, 2 с. В. Станьял тӗрлӗ мероприятисем сӗнет, ... вӗрентӳрен пуҫласа юрӑ-ташӑ, дискотека, фестивальсем таранах. Х-р, 10.12.1996, 3 с. Кашни кунах, хӗрпе каччӑ пек, клуба, дискотекӑсене каяттӑмӑрччӗ. Вӑл дискотекӑна ертсе пыратчӗ. ҪХ, 1999, 3 /, 10 с. Ҫур ҫӗр иртни пӗр сехетченех шавласа кӗрлет дискотека. ПҪ, 2.09.2000, 4 с.
— шавлӑ дискотека (ҪХ, 1997, 50 /, 8 с.); чӑваш дискотеки (К-н, 2001, 20 /, 8 с.);
— дискотека ирттер (ҪХ, 1998, 46 /, 5 с.); дискотекӑра паллаш (ҪХ, 1998, 47 /, 8 с.); дискотекӑна чӗн (ТА, 2002, 5 /, 16 с.).
ДИСПЛЕЙ, ҫ.с., информ. Видеодисплей (туп.), монитор (туп., 2). «Шырав» кнопка ҫине пусатӑн. Дисплейра самантрах информаци тухать. Ар, 2001, 19 /, 4 с.
дисплей класӗ, ҫ.я. Компьютерпа видеодисплейсем (туп.) вырнаҫтарнӑ вӗренӳ пӳлӗмӗ. Дисплей класӗ информатика урокӗ вӑхӑтӗнче кӑна мар, яланах уҫӑ пулмалла. ТА, 1989, 9 /, 60 с. Академире информаципе шутлав лабораторийӗ, 9 дисплей класӗ ... пур. ТА, 1998, 1 /, 3 с. Факультетра ... чылай малтан дисплей класне уҫрӑмӑр. АМХ, 2000, 8—10 /, 4 с.
ДИССИДЕНТ, п.с. Патшалӑхӑн официаллӑ идеологине, тоталитарлӑ тытӑма хирӗҫлекен ҫын. Таркӑнӗлеш диссидент — пирӗн йӗркене вӑл хирӗҫ. К-н, 1977, 16 /, 4 с. Диссидентсене илес пулсан, 175 ҫынна гражданлӑх прависӗр хӑварнӑ. Х-р, 30.09.1992, 3 с. Ку ыйту ҫине диссидентла пӑхасси пур ҫак ҫыннӑн. ҪХ, 1997, 46 /, 6 с. Аслӑ писателӗн [Лев Толстойӑн] Раҫҫейри пӗрремӗш диссидент пулма тивнӗ. Х-р, 6.10.1998, 2 с.
— совет диссиденчӗ (Х-р, 28.07.1992, 1 с.); вырӑнти диссидент (Х-р, 29.05.1996, 2 с.); сумлӑ диссидент (ҪХ, 27.02.1998, 4 с.); пӑхаттир-диссидент (Х-р, 16.03.2000, 3 с.);
— диссидент шӑпи (ҪХ, 1997, 46 /, 6 с.); диссидент шухӑшлавӗ (Ӑ-л, 1998, 4 /, 3 с.).
ДОГМӐЛА, ҫ.с. Пӗр-пӗр вӗрентӗве улшӑнми чӑнлӑх пек йышӑн, догма туса хур. Большевиксен партийӗнчи тӗрлӗ фракцисемпе платформӑсем, юхӑмсемпе ушкӑнсеммарксизма догмӑличченхи яр-уҫӑ чӑнлӑх. А.Леонтьев //П-н, 1990, 2 /, 13 с.
ДОКЛАДҪӐ, п.с. Халӑх умне тухса тӗплӗн калаҫакан, доклад тӑвакан ҫын. «Тимлӗ пулӑр, юлташсем!»терӗ докладҫӑ ҫемҫе те витӗмлӗ сасӑпа. Д.Гордеев, 1981, 73 с. Докладҫӑ йӑл-йӑл кулса каялла таврӑнать. У.Улхаш, 1993, 60 с. Докладҫӑсем хӑйсен шухӑшӗсемпе «Хыпар» вулаканӗсене ҫитес вӑхӑтрах паллаштарма пулчӗҫ. Х-р, 23.02.1994, 1 с.
ДОКУМЕНТЛА, ҫ.с. Ӗҫ хучӗ (документ) ҫыр; документпа ҫирӗплет. Сана ӗҫе илнӗ. Хут ҫырса, документласа. Д.Гордеев // Х-р, 11.08.2000, 1 с.
ДОКУМЕНТЛӐХ, ҫ.с. Чӑн пулнине тӗп-тӗрӗс сӑнласа пани; документа тӗпе хуни. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи прозӑра документлӑхпа публицистикӑлӑх хытӑ палӑрса тӑрать. ЧС, 1994, 9 кл., 137 с.
ДОНЖУАНЛӐХ (ДОН-ЖУАНЛӐХ), ҫ.с. Дон Жуанла, ӗревӗҫле хӑтланӑш. Манра пулнах-ши дон-жуанлӑх. Анчах та виҫерен тухман. В.Пехил, 1990, 78 с. Поэт донжуанлӑхӗ хӑй кӑмӑлне тивӗҫтерекен хӗрарӑма шыранинче сисӗнет. В.Абрамов, 1998, 31 с.
ДОНОР, ҫ.п.,куҫӑм. Хӑйӗнчен чухӑнраххисене укҫа-тенкӗпе пулӑшакан область, республика е ҫӗршыв. Чӑваш ен хӑйӗн пенсионерӗсене тивӗҫтермелли суммӑн 51 процентне кӑна хӑйӗнчен кӑларать, ыттине донорсенчен илсе тӑрать. Х-р, 13.02.1997, 1 с.
— донор-ҫӗршыв (Х-р, 4.10.2000, 4 с.).
ДОПИНГ, ҫ.с. Этеме вӑхӑтлӑха вӑй-хал кӳрекен, хӑват паракан (спортсмена кӑтартӑвӗсене ӳстерме пулӑшакан) им-ҫам. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, допингпа мышцӑсене ӳстерме пулать иккен. Организма сиен кӳмест-ши ҫакӑ. ҪХ, 10.04.1998, 6 с. Ун сӑмахӗсем маншӑн допинг пекех пулса тӑчӗҫ. ҪХ, 1999, 11 /, 12 с. Олимпиадӑра допингпа усӑ курнӑшӑн 1968 ҫулта пӗрремӗш хут спортсменсен ӑмӑртӑва хутшӑнмалли правине туртса илнӗ. ҪХ, 2000, 37 /, 2 с.
— допинг-тӗрӗслев (ҪХ, 1999, 11 /, 12 с.); допинг пӑтӑрмахӗ (ҪХ, 2001, 34 /, 4 с.; Х-р, 21.09.2001, 2 с.).
ДРАМӐЛА, п.в. 1. Тарӑн шухӑшлӑ спектакль пек йӗркеле, драма евӗрлӗ ту. Авалхи чӑваш туйӗдрамӑланӑ, поэзиленӗ йӑла-йӗрке уявӗ. ЧС, 1994, 8 кл., 17 с.
2. Лару-тӑрӑва ҫивӗчлет, йывӑрлатса кӑтарт; драматизациле. Ҫакӑнта нимӗн те драмӑлама е политика харкашӑвӗ шырама кирлӗ мар. Х-р, 5.08.2000, 2 с.
— ВЧС, 1971, 174 с.
ДРАМТЕАТР, ҫ.с., кӗск. Литература хайлавӗсене (пьесӑсене) сцена ҫинче выляса кӑтартакан учреждени; драма театрӗ. Драмтеатр ҫуртӗнче иртекен юбилей каҫне те хутшӑнмасӑр юлма ҫук. ХС, 1999, 130 /, 1 с. Ҫичӗ ҫул К.Иванов ячӗллӗ драмтеатрта артистра ӗҫлерӗм. Ар, 2001, 7 /, 1 с.
— Чӑваш академи драмтеатрӗ (ЧЛ, 1994, 11 кл., 187 с.).
ДУБЛЯЖ, п.с. Кинофильма е хаҫата тепӗр чӗлхене куҫарса кӑларни; куҫару. Ҫав вӑхӑтрах [фильмсен] дубляж пахалӑхӗ пирки асӑрхаттарусем нумай килеҫҫӗ. КЯ, 21.05.1989, 3 с. Чӑваш районӗсенче чӑвашла хаҫат дубляжпа тухни — наци туйӑмне кӳрентерни. Х-р, 3.03.1993, 2 с. «Хресчен сасси» дубляжӗ пулӗ-и вӑл е расна хаҫат-и. Х-р, 21.02.1997, 3 с. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн кинокартинӑсене чӑвашла калаҫтарасси тапранса кайрӗ. «Дубляж» сӑмах килсе кӗчӗ. Г.Ефимов //Х-р, 7.10.2000, 4 с.
— дубляж-хаҫат (ҪХ, 1999, 3 /, 1 с.); дубляж хаҫачӗ (Х-р, 3.11.1999, 4 с.).
ДУДАЕВЕЦ, ҫ.с. 1991—1996 ҫулсенче Ичкери-Чечня Республикин президенчӗ пулнӑ Джохар Дудаев сепаратистпа пӗр шухӑшлӑ ҫын; чечен боевикӗ (туп., 2). Вырӑнта пурӑна-кансем дудаевецсене парӑнма тата мирлӗ ӗҫе тытӑнма ... ыйтнӑ. Х-р, 29.02.1996, 1 с. Дудаевецсен аллине хӗҫ-пӑшал, ҫар техники мӗнле майпа лекнӗ. ҪХ, 1999, 41 /, 5 с.
ДУШМАН, п.с. 1979—1989 ҫулсенче Афганистанра совет салтакӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ ҫар ҫынни е партизан; моджахед (туп.). Ан таврӑнайтӑр тесе, душмансем тем пек тӑрӑшрӗҫ те... Ю.Силэм, 1989, 90 с. «Душман» манерлӗ ят. ТА, 1991, 9 /, 38 с. Душман тӑшман... пӗр пек янӑравлӑ илтӗнет. Б.Борлен // Х-р, 30.06.1993, 6 с. Ханабад хули ҫывӑхӗнче душмансем алхаснӑ. ҪХ, 1997, 52 /, 5 с;
— афган душманӗсем (ҪХ, 2001, 49 /, 5 с.);
— душман речӗ (Я-в, 2002, 9 /, 77 с.).
ДУЭЛЬҪӖ, ҫ.с. Дуэле, тупӑшӑва (туп., 1) хутшӑнакан ҫын; ӑмӑртуҫӑ. Яланхи икӗ дуэльҫӗ — Эктелпе Ирхи — тухаҫҫӗ кӗрешӗве. Я-в, 2002, 9 /, 96 с.

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 22:28:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3238 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем